0
Корзина пуста

О.И. Печников. Доклад на чувашском языке

3-11 классенче вĕренекенсен чăваш чĕлхипе усă курас  ăслайĕсемпе хăнăхăвĕсем 

(Пĕтĕм Раççейри шкул ачисен Аслă Олимпиади «Радиус» пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх)


Ку Олимпиада Педагогикăпа психологи ăслăх тĕпчев институчĕн пуçарăвĕпе 2007 çултанпа çулсерен иртет.  Кăçал «Чăваш чĕлхи» секцийĕ февралĕн 1 – 7-мĕшĕсенче дистанци мелĕпе иртрĕ. Тест ыйтăвĕсемпе творчество заданийĕсене шкул ачисем чăваш чĕлхипе усă курма хăш шайра пултарнине çак параметрсем тăрăх палăртас тĕллевпе йĕркеленĕ: тĕнчекурăм анлăшĕ, чăваш чĕлхипе çырулăх ыйтăвĕсене ăнланни, шкул ачисем чăваш чĕлхипе çыхăннă историпе культура сведенийĕсене чухлани. Икĕ тата нумай чĕлхелĕх условийĕсенче чĕлхепе калаçаканшăн çакнашкал ыйтусем те пысăк пĕлтерĕшлĕ: сăмах енчĕкĕн пуянлăхĕ, стилистика тата лексикăпа грамматика  уçлăхĕнче харкама шанчăклă туйни, грамматика нормисене пĕлни  тата орфографипе пунктуаци правилисемпе пуплевре тĕрĕс усă курас ăслайсемпе хăнăхусем.


Мониторинг çăлкуçĕ  вырăнне тупмалли юмахсемпе, ваттисен сăмахĕсемпе, каларăшсемпе, çунатлă сăмахсемпе, сăмах майлашăвĕсемпе, предложенисемпе тата ытти программа материалĕпе усă курнă.



Читать полностью  >>  




        



 ПРИЛОЖЕНИЯ

Романова Татьяна Петровна

Ырă кун пултăр. Питĕ паха материал.Олимпиадăсене хатĕрленме пысăк пулăшу парĕ.Йăнăшсене шута иле, çитес олимпиадăсенче тата тăрăшарах ĕçлĕпĕр.

комментировать
кУДРЯШОВА ЕЛЕНА нИКОЛАЕВНА

Ыра кун пултар! Паян сирен статьяна вуласа тухса паллашрам. Мана, чи малтанах, олимпиада иртне хыссан сакан пек тулли тишкеру туни пите килешре. Ман шутпа, сакан пек олимпиадасем чаваш челхипе ирттерни пите кирле те,усалла та. Малашне те хутшанас камал пур. Манан ачасем хаваспах хутшанчес. Тавтапус.

комментировать
Данилова Елена николаевна

Тавах сире сакан пек чапла статьяшан. Верентекенсене валли пите кирле те усалла материал. Пите пысак тав.

комментировать
Терентьева Людмила Владимировна

Ман шутпа, сак семинар пите кирле, учителе пысак пулаш, ачасене верентне чух менле ыйтупа ытларах еслемеллине, мен синче ытларах чаранса тамаллине катартать.

комментировать
Степанова Валентина Ивановна

Ачасен ĕçĕсене тишкерсе тухни , паллах, малалли ĕçсене тĕрĕсрех пурнăçлама пулăшать. Семинар усăллă пулчĕ.

комментировать
Багрова Надежда Константиновна

Статья мана питĕ килĕшрĕ. Ачасен ĕçĕсене тĕплĕн тишкерсе тухнă. Вĕрентекенсемшĕн питĕ паха материал. Малашне сирĕн олимпиадăна хутшăнма тăрăшăпăр. Тавах сире, Олег Иванович!

комментировать
Кириллова Надежда Витальевна

Ырă кун пултăр. Статьяна тĕплĕн вуласа тухрăм. Олимпиада ĕçĕсене çакăн пек туллин тишкерни питĕ кирлĕ тесе шутлатăп. Çакă ачасемпе тĕрлĕ конкурссене хатĕрленнĕ чухне тĕплĕнрех ĕçлеме май парать. Ачасен ĕçĕсенчи çитменлĕхсене асăрхаттарни малашне пире, учительсене, тата та лайăхрах ĕçлеме пулăшнă пулĕччĕ. Тавах.

комментировать
Печников Олег Иванович

Тĕрĕс сăмахсем. Кашни ĕçрех тĕплени кирлĕ. Конкурссемпе олимпиадăсене хутшăнса, ачасем хăйсен шалтĕнчине уçăмлăрах курма, тарăнрах туйма хăнăхаççĕ. "Выртан каска мăкланнă, çÿрен каска якалнă", - теççĕ ваттисем. Интернет уçлăхне тухчăр те ачасем унта та çитчĕр, кунта та кĕрсе пăхчăр. Хăйсен пултарулăхне тĕрĕслесе пăхни пĕр япала.
Ачасен тавракурăмĕ аталанни, хăйсене тĕнчен пĕр, уйрăлми пайĕ пек туйма вĕренсе пыни паха.

Людмила Алексеевна

Ырă кун пултăр! Семинар питĕ килĕшрĕ. Малалла ĕçлеме хам валли кирлĕ материал нумай илтĕм. Тавах.

комментировать
Ильина Валентина Анатольевна

Сирĕн статьяна вуласа кăмăл çĕкленчĕ. Çакăн пек тишкерÿ пире кулленхи ĕçре кирлĕ. Малашне ку олимпиадăна хутшăнма тăрăшăпăр! Тавах!

комментировать
Егорова Инна Михайловна

Статья питĕ кăмăла кайрĕ. Ĕçсене туллин тишкерсе пани питĕ аван. Эпĕ унпа тĕплĕн паллашрăм. Маттурисен хушшинче хамăн ачан хушаматне те куртăм, уншăн вара хĕпĕртерĕм. Материалпа малашне те хамăн ĕçре усă курăп. Татах интереслě конкурссем пуласса шанас килет. Тавах Сире, Олег Иванович!

комментировать
Печников Олег Иванович

Сирĕнпе пĕрле хам та хĕпĕртетĕп. Хăйĕн вĕренекенĕ тăвакан çитĕнÿсемшĕн савăннинчен пахараххи тата мĕн пур-ши Учительшĕн?

Благороднова Светлана Александровна

Семинар питĕ килĕшрĕ. Олимпиада ĕçĕсене туллин тишкернĕ. Пысăк тав.

комментировать
Ефимова Вера Константиновна

Ырă кун пултăр! Çак олимпиадăра пирĕн шкул ачисем те хутшăннăччĕ, хисеп хутне те тивĕçрĕç. Сирĕн тишкерĕве вуласа тухнă хыççăн ачасен йăнăшĕсене ăнлантăм. 10-мĕш ĕç - куçару ĕçĕ, ытларах И.Я.Яковлевăн халалне куçарасси, ачасемшĕн йывăртарах пулчĕ çав. Йăнăшсене тÿрлетсе малалла ĕçлĕпĕр.

комментировать
Николаева Надежда Владимировна

Статья питĕ килĕшрĕ.Çакăн пек тишкерÿ пире кулленхи ĕçре кирлĕ. Тунă йăнăшсене тÿрлетме пулăшать. Тавах Сире!

комментировать
Горбунова Надежда Петровна

Статья маншăн усăллă пулчĕ. Çакăн пек семинарсем татах та ирттересчĕ.Тав сире!

комментировать
Ильина Валентина Петровна

Çакăн пек тишкерÿ пире кулленхи ĕçре кирлĕ. Тунă йăнăшсене тÿрлетме пулăшать. Тавтапуç.

комментировать
Исаева Любовь Петровна

Ачасем тунă ĕçсене тĕплĕн тишкерсе тухни малаллахи ĕçре пире пулăшать. Çакăн пек семинарсем, вебинарсем татах та ирттересчĕ.

комментировать
Печников Олег Иванович

Лабораторин малашнехи ĕç планĕнче кунашкал проектсем татах та пур-ха. Акă, апрелĕн 22-мĕшĕнче Чăваш наци библиотекинче "Радиус" олимпиадăн 2-мĕш ăстрăмĕ (турĕ) иртет. Кĕретĕн (очный) тур. 10 сехетре пуçланать. Хутшăнсамăр унта хăвăр вĕренекенĕрсемпе, Сирĕн ĕçĕрсене тишкерĕпĕр те тишкерĕвне журналта пичетлĕпĕр.

Печников Олег Иванович

Хисеплĕ учительсем, чăваш чĕлхи вĕрентекенĕсем! Мана пирĕн семинар яшки ытла çуллă пек туйăнать. Тăварĕ каламан, пăрăçĕ те çителĕксĕртерех. Тата çакна асăрхаттарса хăвармаллах тесе шутлатăп. Сертификат илмелли тĕп услови - статьяпа тĕплĕн паллашса ун çинчен ĕçлĕ комментари çырса хурасси. Эпир сире пурне те семинарăн интернет хутлăхĕнче кĕтетпĕр.

комментировать
Кудрявцева Светлана Ивановна

Статья маншăн усăллă пулчĕ. Хам валли кирлĕ материал нумай илтĕм. Тав сире!

комментировать
Ильгузина Людмила Петровна

Мана та сирĕн статья кăмăла кайрĕ, çак ĕçсене тишкерсе пани те питĕ çÿллĕ шайра. Тавах Сире ку питĕ пысăк ĕçе пурнăçласа пынишĕн!!!

комментировать
Николаева Эльвира Витальевна

Статья питĕ килĕшрĕ. О. И. Печников олимпиада ĕçĕсене туллин тишкернĕ. Çак материал вĕрентекенсемшĕн питĕ усăллă. Тĕрлĕ конкурссене, олимпиадăсене хутшăнакан ачасемпе тĕплĕн ĕçлеме пулăшать. Ачасем тăвакан йăнăшсемпе ĕçлемелли сĕнÿсем пурри пире, вĕрентекенсене, питĕ савăнтарать. Тавах сире.

комментировать
Федорова Галина Николаевна

Сирен статья питĕ килĕшрĕ. Олимпиада ĕçĕсене туллин тишкернĕ. Ку пуян материал вĕрентекенсемшĕн питĕ усăллă. Тавах.

комментировать
Адюкина Ольга Михайловна

Тавах сире статьяшăн, питĕ килĕшрĕ. Пуян материал. Олимпиада ĕçĕсене туллин тишкернĕ. Ку материал вĕрентекенсемшĕн питĕ усăллă.

комментировать
Печников Олег Иванович

Кудрявцева С.И., Ильгузина Л.П., Николаева Э.В., Федорова Г.Н., Адюкина О.М. комментарийĕсене вулама хавас. Çапах та, тăвансемĕр, тиркев те кирлĕ пек туйăнать. Сăмахран, хăш-пĕр класри хăш-пĕр ĕç ытлашши ансат пулса тухнă. Тата çакна та каласа хăварам. Самани паян тест самани те - çапах та пĕтĕм ĕçе тестсемпе ĕçлессипе улăштарар мар...

Федотова Людмила Аркадьевна

Вěрентекенсемшěн кирлě те усăллă статья. Пысăк тав.

комментировать
Печников Олег Иванович

Статьямăрти материал учительсемшĕн кăштах та пулин усăллă пулчĕ пулсан, хама телейлĕ тесе шутлатăп. Сирĕн сăмахăрсем ĕçĕмпе кăмăлла пулма шантараççĕ.

Oksinia5@mail.ru

Олимпиада ĕçĕсене тĕплĕ анализ туса панăшăн питĕ пысăк тав. Олимпиадăра пулнă ыйтусене тăратнишĕн питĕ хавас. Ĕçре те усă курма пулать. Халиччен ку олимпиадăра хутшăнман. Заданисем кăсăклă, малашне ачасене хутшăнтарас кăмăл пур. Тепĕр хут питĕ пысăк тав.

комментировать
Печников Олег Иванович

Пирĕн уçлăха хутшăннишĕн хавас. Çуллă сăмахсемпе пĕрлех ĕçлĕ сĕнÿсемпе асăраттарусем тăратнă пулсан лайăхрахчĕ; мĕн çитмест, хăш ыйтăвĕсемпе заданийĕсем çăмăлтарах е йывăртарах? Кашни ĕçрех яланах çитменлĕхсене тупма пулать. Вĕсене асăрхаттарни япăх туни мар, малашне тухăçлăрах ĕçлеме пулăшнă пулĕччĕ.
Хăш-пĕр самантсене (шута илсех пĕтерейменнисене) хамăр та чухлакалатпăр-ха, анчах та айккинчи куçа лайăхрах курăнакан.

Леонтьева Нина Геннадьевна

Тавах сире статьяшăн, питĕ килĕшрĕ. Статьисĕр пуçне олипиада ыйтăвĕсемпе хуравĕсем пулни те питĕ аван. Ĕçре усă курма лайăх пулăшу. Сирĕн олимпиадăсене хутшăнманччĕ-ха, малалла тăрăшăпăр.

комментировать
pechn.oleg@yandex.ru

Паха сăмахăрсемшĕн пархатарăм Сире, Нина Геннадьевна! Хутшăнăр çав пирĕн олимпиадăсене. Ырă сунса йыхравлатпăр! Сирĕн ĕçĕрте усă курмалли, ачасен хавхаланăвне ÿстермелли хатĕр пултăрччĕç тесе тăрăшрăмăр çав хамăр та. "НИИ педагогики и психологии" сайтне кĕрсе хăвăра кирлĕ материалсене ăса хывма хевте çитертĕр пулсан, малашне çыхăнăва ан çухатсамăр. Учительсемшĕн питĕ усăллă пулма кирлĕ проектсем лаборатори портфелĕнче тата нумай. Вăхăтран-вăхăта кĕрсе тухсамăр пирĕн сайтсем çине: ppNII, iq200, Олимпиада "Радиус". Статьясем çырăр, уроксен сценарийĕсене ытти учительсем те усă курмалăх майлаштарăр, ачасене олимпиада-конкурссене явăçтарăр. Çитес вăхăтра ирттермелли пĕлтерĕшлĕ мероприяти - кĕретĕн (очный тур) олимпиада - апрелĕн 22-мĕшĕнче Наци библиотекинче иртет. 10 сехетре, 201 пÿлĕмре. Хутшăнсамăр.

pechn.oleg@yandex.ru

Светлана Витальевнăна çуллă сăмахсемшĕн тавах. Çапах та хамăр ĕçĕмĕрти (ĕçĕ пирĕн вара пĕрре: ачасем чăваш чĕлхине манса ан кайччăр!) савăнтаракан тата хурлантаракан та самантсене палăртасси. Ан тив, хамăр уçлăхăмăрти маттурсене ятран-шывран асăнар та мухтаса илер вĕсене. Ятран асăнса мухтани никама та кÿрентермен ку таранччен. Ку семинара хампа пĕрле, (80-мĕш çулсенче ЧПУра чăваш уйрăмĕнче вĕреннĕ эпĕ) пĕр вăхăталла вĕреннĕ тусăм-юлташăмсем хутшăнасса питĕ кĕтетĕп. Ау! Ăçта эсир: Мулюков, Курчина, Тумаланова, Леонтьева т.ыттисем? Тата, паллах, чăваш чĕлхи методикине хам вĕрентнĕ студентсем, ăçта эсир? Епле пурăнатăр? Ĕçĕрте мĕнлерех çитĕнÿсем турăр? Манса кайман-и Олег Ивановича? Пелепейри Алексей Емельянов, хам куратор пулнă ушкăн старости, санăн вĕренекенÿсем Олимпиадăра питĕ хастар пулнине палăртма кăмăллă. Мĕн-пур Раççейри (Тутарстанри, Пушкăртстанри, Чăвашьенри, Чĕмпĕрьенри, Самарьенри, Оренбург, Пенза тата ытти тăрăхсенчи) чăваш чĕлхи вĕрентекенĕсем, сире пурне те кĕретсĕр Олимпиадăна хутшăннă ятпа чĕререн тав тăватăп. Çакăнпа пĕрлех çывхарса килекен уяв - Чăваш чĕлхи Кунĕ - ячĕпе сламлатăп. Ку çеç те мар-ха: Халĕ ĕнтĕ кĕретĕн олимпиадăна ("очный тура" - вырăсла каласан) йыхравлатăп. Вăл апрелĕн 22-мĕшĕнче, шăматкун, Чăваш наци библиотекинче, 201-мĕш пÿлĕмре (Краеведени пайĕ) ирхине 10 сехетре пулать. Килсемĕр! Кĕтетпĕр. Йĕрки яланхиех; малтанах заявка памалла. Йĕркелÿçĕсен миçе ача килессе пĕлмелле-çке-ха.

комментировать
Михайлова Зинаида Петровна

О.И.Печников статйи питĕ килĕшрĕ. Олимпиада ĕçĕсене туллин тишкернĕ. Ку пуян материал вĕрентекенсемшĕн питĕ усăллă. Вăл малашнехи конкурс-олимпиадăсене хутшăнакан ачасемпе тĕплĕн ĕçлеме пулăшать. Çакăн пек анлă тишкерÿсем, ачасем тăвакан йăнăшсемпе ĕçлемелли сĕнÿсем яланах кирлĕ. Тавах сире.

комментировать
Никонова Светлана Витальевна

О.И.Печников статьине пите лайах сырна. Олимпиада есесене кун пек тишкерни верентекенсемшен малашнехи есре пите усалла пуласса шанатап, малашнехи олимпиадасене хатерлене чухне ачасене тересрех верентсе пыма пулашать тесе шутлатап.

pechn.oleg@yandex.ru

Зинаида Петровна Красноармейскинчи 2-мĕш шкул вĕрентекенĕ пулмалла. Эсир мăшăрăрпа пĕрле чăваш лингводидактикинче еплерех хастар ĕçленине пит аван пĕлетпĕр. Семинарти калаçăва Эсир пуçласа пани вара питех те пĕлтерĕшлĕ. Тавах Сире! Хăвăр ĕçĕрте пархатарпа ят-сум айĕнче çÿремелле пултăрччĕ. Виталине салам!