0
Корзина пуста

Т.В. Артемьева. Доклад на чувашском языке

Пуçламăш шкулта вĕренекенсен чăваш пуплев аталанăвĕн шайĕ


Чĕлхе тĕлĕшĕнчен пуçламăш шкулта илнĕ  пĕлÿ-ăслай вĕренекенсемшĕн питех те пĕлтерĕшлĕ пулни кĕрет.   Çыхăнуллă калаçма -çырма , итлеме пултараймасăр ытти пур предмета вĕренме те  кансĕр.    Кунпа пĕрлех пуçламăш шкулти вĕренÿ  малашнехи пĕлÿ-ăслай никĕсĕ пулнине те асра тытмалла.


Малтанхи тапхăрта ачана ăнăçлă вĕренсе пыма вара, мĕн каласан та, тăван чĕлхе пулăшать. Çакна çирĕплетсе паллă меслетçĕ Ф.И.Буслаев  çапла каланă: «Родной язык так сросся с личностью ребенка, что учить оному – значит вместе с тем развивать духовные способности учащегося». [2]


Вăл калани паянхи куншăн та вăйра.  Ачан ăс-тăн ÿсĕмĕ тăван пуплев  аталанăвĕпе пĕрле кăна мар, ытларах тăван пуплев пулăшнипе пулса пырать.


Çакă пуçламăш классенче ачасене тăван чĕлхене вĕрентессин пĕлтерĕшĕпе яваплăхне питех те ÿстерет.  Ĕç ăнăçлăхĕ вара ачасен мехелĕнчен çеç мар, вĕренĕве мĕнле  йĕркеленинчен те нумай килет. Вăл шутра ачасен пĕлÿ-ăслайĕ, хăнăхăвĕсем еплерех йĕркеленсе пынине сăнаса-тĕрĕслесе, хакласа тăнинчен те.  Çакăн çине вĕренĕвĕн çĕнĕ стандарчĕсенче уйрăмах пусăмланă.  Стандарт ыйтнипе килĕшÿллĕ  ачасен пĕлÿ илес туртăмне аталантарни; йăнăшсене тишкерме, вĕсенчен хăтăлса пыма вĕрентни; пĕлÿ илни мĕн тума кирлине, мĕншĕн пĕлтерĕшлĕ пулнине уçса пани; ачасен пĕл\  шайне куллен сăнаса-хакласа  палёртни тĕпре пулмалла. Çавăн пекех ачасене харкам ĕçĕсене хăйсен тĕллĕн хаклама, пĕр-пĕрин .=не хак пама та вĕрентмелле.


Ачасен ĕçĕсене =ĕнĕ стандартпа килĕшÿллĕ хаклани  тĕрлĕ  майпа  пулса пыма пултарать. Вăл шутра ăмăртусем  (олимпиадăсем, викторинăсем, конкурссем) урлă та.


Тĕрлĕ шайри олимпиадăсем ирттерни шăпах ачасене хăйсем вĕренÿ программинче палăртнă задачăсене мĕнлерех пурнăçласа пынине çеç мар, харкам мехелне (мĕн тума пултарнине) палăртма та пулăшать. Кун йышши ăмăртусенче сĕнекен ĕçсем яланах программăра кăтартнисенчен содержани тĕлĕшĕнчен те, форми тĕлĕшĕнчен те кăткăслăхĕпе, кăсăклăхĕпе  чылай уйрăлса тăраççĕ. Çавăнпа çакăн пек ĕçсен пĕлтерĕшĕпе функцийĕсем самай анлă. Вĕсем малтан асăннисемсĕр пуçне тата ачасене тăван чĕлхепе кăсăклантараса ярас, вĕсен тăван чĕлхене тарăнрах пĕлес туйăмне амалантарса ярса аталантарса пырас задачăсене ăнăçлăрах пурнăçласа пыма та пулăшаççĕ.


Малалла Педагогикăпа психологи тĕпчев институчĕ нарăс уйăхĕн 1 – 7-мĕшĕнче йĕркелесе ирттернĕ «Радиус» Пысăк олимпиадăн чăваш чĕлхи секцийĕнчи   результатсене п́ăхса тухăпăр. Калаçу пуçламăш класс ачисем пурнăçланă ĕçсем тавра пулĕ.




Читать полностью  >>  




   



   ПРИЛОЖЕНИЯ

Артемьева Т.В.

Сывлăх сунатăп пурне те! Сире семинара хутшăннăшăн пысăк тав. Мана пăшăрхантаракан ыйтусем сире те хумхантарни, ман шухăшсем сирĕншĕн вырăнлă пулни питех те савăнтарать, малалла ĕçлеме хавхалантарать. Татса памалли ыйтусем , чăннипех те, чылай пуçтарăнчĕç, кĕрет курса калаçмалли майсем вара хĕсĕнсе пыраççĕ. Çавăнпа çакăн пек май та аван тесе шутлатăп. Малашне тата мĕнле ыйтусем сÿтсе явсан аван пулассине пĕлтерме ыйтатăт.

комментировать
Григорьева Елена Ивановна

Пирĕн ачасем тĕрлĕ шайри олимпиадăсенче хутшăнса хăйсен пĕлĕвне, мĕн тума пултарнине палăртма пултараççĕ. Ачасем пурнăçланă кашни ĕçе, кашни ыйтăва тĕплĕн тишкерсе тухни пире те, вĕрентекенсене , ачасене те малаллахи ĕçре пысăк пулăшу пулĕ. Тавах сире.

комментировать
Полякова Надежда Сергеевна

Ачасен çыхăнуллă калаçăвне аталантарасси вĕрентекенĕн тĕп ĕçĕ шутланать. Сирĕн статья пире çак ĕçе тĕплĕн йĕркелесе пыма пулăшать. Малашне ачасемпе олимпиадăна хатĕрленме нумай çĕннине тупрăм. Тавах сире çакăн пек паха материалшăн.

комментировать
Никифорова Галина Михайловна

Пуçламăш классенче ача чăвашла пуплеве ăнланас, чăвашла калаçас, вулас, çырас пирвайхи хăнăхусене туянать. Чăваш чĕлхине вĕреннĕ май пĕчĕк ачан ăс-тăнĕ аталанать, тавра-курăмĕ анлăланать, вăл ытти халăх çыннисене хисеплеме хăнăхса пырать. Çакă вара ачана малалла, вăтам тата аслă классенче, чăваш чĕлхине тухăçлăн вĕренме питĕ кирлĕ Ачасене чĕлхе материалĕпе интереслентерме пĕлни вĕсен ăс-тăнĕнче чăваш чĕлхине лайăхрах, тĕплĕнрех, тарăнрах пĕлес туйăм çуратать. Ачасен пуплев аталанăвĕн шайне ÿстерме, паллах, чăваш чĕлхипе ирттерекен олимпиадăсем нумай пулăшаççĕ.
Ман шутпа, кĕçĕн классем валли хатĕрленĕ ыйтусем кăсăк. Вĕсем ачасене хăйсем тĕллĕн ĕçлеме, мĕн пĕлменнине шыраса тупма хăнăхтараççĕ. Çĕнĕ вĕренÿ стандарчĕ вара шăпах çакна ыйтать те.Олимпиада хуравĕсене тишкерсе пĕтĕмлетÿ туни вĕрентекеншĕн , ман шутпа, питĕ паха материал. Ачасемпе урокра ытларах пуплевĕн хăш енĕпе ĕçлемеллине палăртать. Тавах Сире, Тамара Васильевна çак паха статьяшăн.

комментировать
Данилова Елена Николаевна

Ырă кун, пултăр!!! Тамара Васильевна, тавах Сире. Сирĕн ĕçе вуласа тухрăм, кирлĕ япаласем питĕ нумай. Хам валли олимпиадăна хатĕрленме нумай çĕннине тупрăм. Тавах, Сире.

комментировать
Ильгузина Людмила Петровна

Тамара Васильевна, тавах. Сирĕн ĕçе "на одном дыхании" тенĕ пек вуласа тухрăм. Олимпиада ĕçĕсен ыйтăвĕпе вĕсенчи йăнăшсемпе те паллашса тухрăм. Хам валли малашне ачасемпе олимпиадăна хатĕрленме нумай çĕннине тупрăм. Тавах, Сире.

комментировать
Степанова Алевтина Михайловна

Ырё кун, пултёр! Сир.н .=.р чёваш шкул.ш.н пархатарлё та вит.мл..
Пу=ламёш классенче ачан пуплев.пе ёс-тён. кашни урокрах аталанса пырать. +ак .=ре тёван ч.лхе урок.сем уйрёмах паллё вырён йышёна==.. Ачан пуплев.пе ёс-хакёлне аталантарнипе п.рле эсир хат.рлен. .=сем ачасен тавракурёмне аталанма май парать, .= й.ркине, шухёшлав дисциплинине тытса пыма пулёшать.
Тавах Сире, Тамара Васильевна.